Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшне Мари Республикинчи библиотекарьсем килнӗ. Вӗсем кунта квалификаци курсне ӳстерес тӗллевпе ҫитнӗ. Ӑна Наци культурин тата культура коммуникацийӗн институчӗ тата Мари патшалӑх университечӗ йӗркеленӗ.
Мари вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем валли Наци вулавӑшӗнче экскурси ирттернӗ, кашни уйрӑма ҫитнӗ.
Мари Республикин ҫыннисем чӑвашсен ӗҫӗпе паллашнӑ, професси опычӗпе ылмашӑннӑ. Унтан вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти А.Николаев ячӗллӗ ҫемье вулавӗн вулавӑшне ҫитнӗ.
Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ. «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» (чӑв. Ҫӑкӑра сума суни: икӗ шӑпа. 1934–2014 ҫулсем) ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.
Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ. Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Ыран 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн наци культурисен залӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Тӑван сӑмах кӗвӗ евӗр янӑрать» информаци сехечӗ ирттереҫҫӗ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри азербайджансен конгресӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Маггерам оглы Бадиров хутшӑнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ. Ун тӗллевӗ — чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварасси. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗршывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре ача пахчинчи тата шкулсенчи шӑпӑрлансем валли конкурс пуҫарнӑ. Вӑл «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ.
Конкурс ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ: ӗҫсене ҫак темӑпа хатӗрлемелле. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ЧР Наци вулавӑшӗнче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла.
Чи лайӑх ӗҫсене жюри пайташӗсем суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ категорипе палӑртаҫҫӗ: 7 ҫулчченхисем, 8–11 ҫулсенчисем, 12–14 ҫулсенчисем, 15–17 ҫулсенчисем.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче куракансем кӑмӑлланӑ ӗҫе сасӑлавпа палӑртӗҫ. Конкурса хутшӑннисене «Ясна» этноэкологи комплексне каймашкӑн 20 процент йӳнӗрех путевка парӗҫ. Мала тухнисене вара хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен...
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ.
Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те.
Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, республикӑн Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ҫавра сӗтеле тата Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах калӑпланӑ «Чӑваш Республикинчи чӗлхе тӑрӑмне тӗпчени» кӗнеке хӑтлавне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫитес эрнере, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, маларах асӑннӑ вулавӑшра 11 сехетре иртмелле.
Хӑтлавра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори енӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсӗр Э. Алос-и-Фонтсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем А.П. Леонтьев, И.И. Бойко, В.П. Иванов, А.П. Долгова, А.В. Кузнецов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ А.М. Иванова, республикӑн Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн Килӗшӳ канашӗн пайташӗ, Тӑван мар чӗлхесене вӗренмелли «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӑн коммерци директорӗ А.В. Блинов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Т.В. Денисова тухса калаҫмалла.
Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах, сӑмах май, республикӑн Вӗренӳ институчӗ ирттернӗ «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» семинара та хутшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ыран, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче икӗ чӗлхелӗх пирки вырӑсла 2 семинар иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Пӗрремӗш семинар 14 сехетре вулавӑшри 1-мӗш хутра акт залӗнче «Икӗ чӗлхелӗх, нумай чӗлхелӗх: кун-ҫулӗпе хальхи вӑхӑт» темӑпа пулмалла. Семинара шкулти вӗрентекенсем валли тесерех палӑртнӑ-мӗн-ха, анчах «кашни интересленекен те хутшӑнма пултарать», — тесе хыпарлать кун пирки семинар йӗркелӳҫисенчен пӗри «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ. Семинара 23-02-03 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
2-мӗш семинар 18 сехетре 2-мӗш хутра чӑваш кӗнеки уйрӑмӗнче «Икчӗлхеллӗ вӗрентӳ: теорире тата пурнӑҫра» темӑпа иртмелле. Унта ҫырӑнмасӑрах кайма юрать.
Аса илтеретпӗр, семинарсене «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе «Хавал» йӗркелет.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ.
Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ.
Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Чӑваш кӗнеки» центрта тӑван халӑхӑмӑрӑн тата тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн историне тата культурине юратакансен клубӗн черетлӗ занятийӗ иртмелле.
Ку клуба вулавӑшра 2013 ҫулта пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ пирки ӑнланма йывӑр мар: вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансене — историксене, тӗпчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсене, студентсене, шкул ачисене — пӗрлештерет.
Клуб занятийӗсем кӑсӑклӑ иртнине пӗлтернӗ май унӑн пайташӗсем ҫивӗч тӗрлӗ ыйтӑва хӗрсе сӳтсе явни пирки ӗнентерет республикӑн Культура министерстви.
Черетлӗ заняти ыран 18 сехетре пуҫланмалла. Унта истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы», «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнекесен авторӗ Сергей Щербаков 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн аталанӑвӗ пирки калаҫу пуҫарӗ.
Шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫармӑссем пухӑнаҫҫӗ.
Ҫав кун вӗсем пуху ирттересшӗн.
Пуҫтарӑнмалли вырӑна та ҫармӑссем халех палӑртса хунӑ. Вӗсем республикӑн Наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫтарӑнасшӑн.
Чӑвашра пурӑнакан ҫармӑссем пухура мари халӑхӗн Йошкар-Олара иртекен Х съездне делегатсем суйламалла. Съезд ака уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |